A A A Ц Ц Ц Ц

ШРИФТ:

Arial Times New Roman

ИНТЕРВАЛ:

х1 х1.5 х2

ИЗОБРАЖЕНИЯ:

Черно-белые Цветные
МАОУ "Вотланская ООШ" Аликовского мунципального округа Чувашской Республики
Добро пожаловать на официальный сайт МАОУ "Вотланская ООШ"

     Кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Элӗкри вăтам шкулта республика шайӗнче иртекен «Тӑван чӗлхепе литературӑна чи лайӑх вӗрентекен» конкурсӑн муниципалитет тапхӑрӗ иртрӗ. Унта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен тӑхӑр педагог хутшăнчӗ. Вӗсен йышӗнче Вутланти тӗп шкулта тăван чӗлхепе литературине вӗрентекен Львова Алиса Николаевна та  хăйӗн ӑсталӑхне кăтартрӗ.

     Асӑннӑ конкурсра чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем тӗрлӗ класра уҫӑ уроксем пачӗç. Тепӗр тапхӑрта вара «Меслетлĕх лаҫҫинче» хӑйсен паха ӗҫ опычӗпе паллаштарчӗҫ. Конкурсăн кашни тапхăрĕнчех вĕрентекенсен пултарулăхĕ, ăсталăхĕ çÿллĕ шайра пулни палăрчĕ. Вӗсен ӗҫĕсене сумлӑ тӳресем хакларӗҫ.