A A A Ц Ц Ц Ц

ШРИФТ:

Arial Times New Roman

ИНТЕРВАЛ:

х1 х1.5 х2

ИЗОБРАЖЕНИЯ:

Черно-белые Цветные
МАОУ "Вотланская ООШ" Аликовского мунципального округа Чувашской Республики
Добро пожаловать на официальный сайт МАОУ "Вотланская ООШ"

Паян Элӗкри Культура керменěнче округри "Элӗк пики" конкурс иртрӗ. «Элӗк пики» ята çӗнсе илессишӗн 8 шкулти хěрсем хӗрӳ тупǎшǎва тухрӗҫ: Тенири Александра Бондарук, Питěшкассинчи Олеся Данилова, Тавǎтри Екатерина Никифорова, Юнтапари Арина Зорина, Мǎн Вылǎри Татьяна Тихонова, Чӑваш Сурӑмěнчи Марианна Арсентьева, Ураскилтри Александра Савельева тата Вутланти Галина Андреева.

Жюри конкурсантсен пултарулǎхне тěрлě енчен хакларě. Вěсем паянхи тумсемпе те, чǎваш çипуçěпе те сцена çинче илемлě утса кǎтартрěç. Кашниех хǎйěнпе паллаштарчě. Çавǎн пекех ыйтусем çине хуравласа тěрлě лару-тǎрура хǎйсене мěнле тытасси çинчен каласа пачěç. Пултарулǎх конкурсěнче юрǎ-ташǎпа, сǎвва илемлě вулассипе куракансене тыткǎнларěç.

Конкурс пěтěмлетěвě тǎрǎх Вутлан шкулӗн вӗренекенӗ Андреева Галина «Чи ҫепӗҫ пике» номинацире палăрчӗ.